Моргаушский муниципальный округ

90 çулти ыр кӑмӑллӑ асанне

90 çулти ыр кӑмӑллӑ асанне

Москакасси ял тӑрӑхĕнчи Анаткас Хачӑк ялĕнче пурӑнакан Елена Мокеевна Ирзакова паян 90 çул тултарчĕ. Çак сумлӑ юбилейпа саламлама ӑна Муркаш район администрацийĕнчен экономика пайĕн ертÿçи О.В.Тимофеева, Москакасси ял тӑрӑхĕнчен Е.В.Васильева тата Москакасси культура Çурчĕн ĕçченĕсем çитсе килчĕç.

Хапхаран кĕнĕ чухнех çак кил-çуртра ĕçчен, маттур та пултаруллӑ çынсем пурӑнни курӑнчĕ. Кил хушшине кĕрсенех йĕри – тавра чечексен юмахри пек асамлӑ тĕнчине лекнĕн туйӑнчĕ. Пÿрте кĕрсен вара тепĕр асамлӑха лекрĕмĕр. Пÿрт ӑш чиккинче пĕтĕмпех алӑпа тĕрленĕ ерешсем тыткӑнларĕç, çавӑн пекех йывӑçран касса калӑпланӑ илемлĕ кил-хуçӑлӑхра усӑ курмалли савӑт-сапасем. Чӑн-чӑн юмах тĕнчине лекнĕнех туйӑнчĕ. Çак илеме тума сахал мар çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçленĕ çак кил-çуртра пурӑнакансем. Вӑл шутра чи маттурри пирĕн юбиляр - Е.М.Ирзакова та. Паянхи кун та вӑл çак илеме тӑвассишĕн сахал мар вӑй хурать.

Кил хуçисем хӑнасене алӑк умĕнченех ӑшшӑн кĕтсе илчĕç.

Сумлӑ юбиляра малтанах О.Тимофеева Раççей Президенчĕн В.В.Путинӑн тата Муркаш район администрацийĕн Р.Н.Тимофеевӑн тав çырӑвĕсене вуласа пачĕ, хӑйĕн ячĕпе те ӑшшӑн саламласа район администрацийĕ ячĕпе парне парса чыс турĕ. Москакасси ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов ячĕпе Е.Васильева та саламлӑ çырупа пĕрле парне парса саламларĕ.

Ēçчен те маттур та пултаруллӑ асаннене Москакасси культура ĕçченĕсем те саламласа тав çырӑвĕпе тата илемлĕ юрӑсемпе саламларĕç. Чӑваш ташшине Р.Семенов хуткупӑспа выляма пуçласан, чӑтаймарĕ асанне, ташша тухрĕ. Унпа пĕрле пурте ташӑ картине тӑрса юбилярпа пĕрле ташларĕç. Çулсем кайнине пула нумаях ташлаймарĕ пулин те, пурин чунне те уçма пултарчĕ ыр кӑмӑллӑ асанне.

Юрласа-ташланӑ хыççӑн хӑнасене сĕтел хушшине лартмасӑр кӑларса ямарĕç кил хуçисем. Чылай вӑхӑт шӑкӑл-шӑкӑл калаçса тутлӑ çимĕçсемпе, сим-пыл сӑрапа сӑйланчĕç сĕтел хушшинче.

Юлашкинчен юбиляра тепĕр хутччен вӑрӑм кун-çул сунса, 100 çула çитме çирĕп сывлӑх сунса, тав сӑмахĕ каласа, юрӑсем шӑрантарса сыв пуллашрĕç хӑнасем.



24 июля 2019
15:46
Поделиться