Мăн Токшик ялĕн ял уявĕ

Мăн Токшик ялĕн ял уявĕ

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан, тăванлăха чĕрере упраса, асатте-асанне йăли-йĕркине пăхăнса, пурте пĕрле тĕрлĕ уявсене пухăннă. Акă, утă уйăхĕн çирĕммĕшĕнче, Турай ял тăрăхне кĕрекен Мăн Токшик ял халăхĕ кÿршĕсене, тăвансене, чыслă хăнасене  вуннăмĕш хут ял уявне пуçтарчĕ.  Уява пуçтарăннă ял халăхĕ ял уявне пуçлама ватăсенчен пил илчĕ. Ватăсем пурне те ырă кун сунса уява пуçлама ирĕк, йĕркеллĕ ирттерсе яма пил пачĕç.

Халĕ ял кунĕсене уявласси йăлана кĕрсе пырать. Районта нумай ялта шавлăн та хаваслăн иртеççĕ уявсем. Çакă туссемпе, тăвансемпе, пĕр ял çыннисемпе тĕл пулса савăнмалли ырă сăлтав кăна мар, тăван енпе çыхăнăва упраса хăвармалли, ялти йăла-йĕрке çинчен аса илтермелли лайăх мел. Ялта пурнăç чĕрĕлсе пырать, малалла тăсăлать. Ир пуçласа каçчен тăрмашакан халăх малаллах талпăнать, уявсенче пур тăвансем пуçтарăнса, шăкăл-шăкăл калаçса, пурнăçа сÿтсе яваççĕ, çутă малашлăха ĕмĕтленеççĕ.

Хăнасене çăкăр-тăварпа тата чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç. Уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.В.Орлов уçрĕ. Вăл ял уявне  йĕркелесе ирттерме пулăшакансене  паллă туса хăварчě, тав сăмахě каларě.  Ял урамěсене тирпейлěхре тытакан, ял пурнăçне илемлетессишěн тăрăшакан хастарсене ырăпа асăнса хăварчě, çитес çул та çынсем ял илемěшěн пěр пулса тăрăшасса шанчě. Салам сăмахĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Н.Матросов та  тухса калаçрĕ, çакнашкал уявсем ăрупа ăрăва çыхăнтарнине, йăла-йĕрке ламран-лама куçса пынине палăртрĕ. "Кашни ялăн хăйĕн уйрăмлăхĕ. Мăнтокшиксем вара туслă, ĕçчен, пултаруллă  пулнипе палăрса тăраççĕ",- терĕ вăл. Çывăх вăхăтра кунта ялти çула тума палăртнине пĕлтерчĕ. Ял хастарĕсене район администраци пуçлăхĕн тав çырăвĕсене парса  хавхалантарчĕ. Районти тĕп больница врачĕ В.Г.Данилов та ял çыннисене малалла та хастар та çирĕппĕн утма чĕнсе каларĕ. Мăн Токшик ялě малалла та аталантăр, ялăн çутă пуласлăхĕ пултăр тесе,  çамрăк мăшăрсем ялта тěпленсе урамра ача-пăча сасси илтěнтěр тесе пурне те çирĕп сывлăх, савăк кăмăл-туйăм, çутă шанăçсене пурнăçлама ĕçре çитĕнÿсем, ырлăхпа телей   сунчě. Çавăн пекех пухăннисене Н.А. Павлов предприниматель саламларĕ. Сăмах илнĕ май, çакăн пек уявсем ял çыннисен пуянлăхне, вĕсен çирĕплĕхĕпе хастарлăхне, туслăхпа тăванлăхне  палăртни  çинчен каларĕ.

        Уява йĕркелес ĕçре ял старостин Г.Б.Никитинăн  тỹпи пысăк. Çакна чылайăшĕ палăртрĕ.  Хăй вара вăл ял пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, пурне те уявпа саламларĕ. Ял çыннисене уяв ячĕпе самланă май çуралнă яла никамăн та манса каймалла маррине, тăван ялшăн татах та тăрăшуллăрах ĕçлемеллине палăртрĕ. Малалла сăмах Муркаш районĕнчи «ГСВГ ветеранĕсен союзĕ» пĕрлешĕвĕн ертÿçи Г.М.Ефимов илчĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче  мирлĕ вăхăтра Германире салтак тивĕçне пурнăçланă В.И.Берёзова   медаль  парса чысларĕ.

Ял уявĕн  программи пуян та анлă пулчĕ. Волейболла выляссине, пăшалпа тĕл перессине, скакалкăпа сикессине, обруч çавăрассине, калуш ывăтассине, турник çинче туртăнассине, кире пуканĕ йăтассине те йĕркеленĕ мăн токшиксем. Чи маттуррисене парнесем парса хавхалантарчĕç.

   Уява йĕркелекенсем парнесем те нумай хатĕрленĕ. Кашни парни тивĕçлĕ çынна тупрĕ, кăмăлĕсене хăпартрĕ.  Ялти чи ватă çынсемпе чи кĕçĕннисене парнесем парса чыс турĕç. Пĕчĕк пепкесене ашшĕ-амăшĕ пекех тăрăшуллă та маттур ÿсме  вăй-хал сунчĕç.  Çак кун  "ылтăн" туй паллă тăвакан çемьене, Валерий Филипповичпа Светлана Ниловна Ивановсене, саламласа парне пачěç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.В.Орлов вĕсене чěререн саламларě, малалла та пěрле пěр-пěрне юратса, хисеплесе, пулăшса, вăй парса, тěрлě тумхахсене çěнтерсе пыма сунчě. Вĕсем, чăнахах та, ачисемшĕн те, ял çыннисемшĕн те, пуриншĕн те паха та ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Мăн Токшик ял çыннисем ялти ветеринар А.Г.Яхеева ĕçĕпе те питĕ  кăмăллă. Чĕр чунсен тĕнчи ăна пĕчĕклех илĕртнĕ, вĕсен пурнăçне сăнасси туртăма куçнă. Ветеринар специальнăçне суйласа йăнăшман вăл. Шартлама сивĕ-и, витререн тăкнă пек çумăр çăвать-и, Алевтина Григорьевна пулăшу ыйтнă çын патне  выльăх-чĕрлĕхе сиплеме васкать. Ăна  выльăх-чĕрлĕх шăпи,  вĕсен чир-чĕрĕпе кĕрешесси хытах шухăшлаттарать.  Ырă кăмăлĕшĕн, çын хуйхи-суйхине ăнланма пĕлнĕшĕн, ылтăн аллисемшĕн кашниех тав тăвать ăна. Вăл та асăнмалăх парнене тивĕçрĕ.

            Уяв, паллах, юрă-ташăпа илемлĕ. Турай ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем, Мăн Токшикри культура çурчĕ çумĕнчи «Тăванлăх» халăх фольклор ушкăнĕ ял çыннисене юрă-ташăпа савăк кăмăл парнелерĕ.  Çурлатринчи «Çеçпĕл» эстрада  ушкăнĕ кăмăла каймалла, хаваслă такмаксемпе, çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕ, тĕрлĕрен  ташăпа тыткăнларĕ. Куракансем вĕсене хыттăн алă çупса хавхалантарчĕç. Урамра  ялта пурăнакансен сăнÿкерчĕкĕсен куравĕпе паллашма май пулчĕ.   Лапамра ал-ĕç ăстисен куравне йӗркелерĕç. Унта  Г.Кулакова çекĕлпе, йĕппе çыхнă тутăрсемпе, тĕрлĕрен салфеткăсем çыхнă, тĕрленĕ ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ.  Вуннăри Н. Александрова аслисенчен пĕртте юлмасть. Вăл вара пурне те  хăйĕн алмаз тĕррисемпе тĕлĕнтерчĕ.  Ача-пăча вара батут патĕнчен хăпма пĕлмерĕ. В.К.Березинпа Ю.П. Егоров уява ирттерме çутăпа  тивĕçтерчĕç. 

 Акă таврана шÿрпе шăрши те сарăлчĕ. Хӑнасемпе ял çыннисем пурте чăваш шӳрпине ҫисе пăхрĕç. Ăна ҫавăнтах пысӑк хуранта пӗҫернӗ. Г.Григорьева, Л.Архипова, А. Иванова, Н.Евстафьев пурне те тутлă шÿрпепе хăналарĕç.



23 июля 2019
10:17
Поделиться