Моргаушский муниципальный округ

Кĕр-кĕрлерĕ ял уявĕ

Кĕр-кĕрлерĕ ял уявĕ

Кӑçалхи çул Эхветкасси ялĕнче ял уявне июлĕн 20-мĕшĕнче иккĕмĕш хут туса ирттерчĕç. Кунта пурӑнакан ял халӑхĕ тĕлĕнмелле туслӑ халӑх, çавӑнпах та ĕнтĕ уява та тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ир-ирех палӑртнӑ вырӑнта мӑн хуранпа шÿрпе вĕресе ларать, кунтах шашлык шӑрши те сӑмсана кӑтӑклать, тĕрлĕрен тавар сутакан палаткӑсем хӑйсен патне илĕртрĕç, стадионта иртекен спорт вӑййисем те хӑйсем патне йыхравларĕç. Ачасем вара çак уявра батут тата карусель патĕнчен кунĕпех уйрӑлмасӑр савӑнчĕç. Савӑнма сӑлтавĕ вара çакӑ пулчĕ, укçа тÿлемесĕрех сикрĕç, ярӑнчĕç вĕсем. Артистсем концерт лартма хатĕрленсе тӑчĕç. Илемлĕ чӑваш кĕвĕ çемми ял-йыша уява йыхравларĕ. Самаях пуçтарӑнчĕç уяв уçланкине ял çыннисем тата аякран килнĕ хӑнасем. Ваттисен йӑлипе пĕтĕм ял-йыш, артистсем карталанса «Алран кайми аки-сухи» юрра юрласа уçланкӑна тухрĕç. Çак юрӑпа уява пуçларĕç Ехветкассисем.

Уявпа саламлама чӑн малтанах çак ялта пурӑнакан ял депутачĕ М.В.Васильев сӑмах илчĕ. Вӑл пурне те уява пуçтарӑннӑ ятпа чунтан тав сӑмахĕ каларĕ, яланах çапла пĕрле килĕштерсе пурӑнма телей сунчĕ. Ялти чи ватӑ çынсене тата нумай çул пурӑнма сывлӑх сунса асӑнмалӑх парнесем парса чысларĕ. Спорт вӑййисенче çĕнтернисене те парнесем тата медальсем çакса ячĕ.

Уяв ячĕпе саламлама Москакасси ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов килсе çитрĕ. Вӑл уява пухӑннӑ пур ял-йыша ӑшшӑн саламларĕ, пĕр çемьери пек пулса, ялти ĕçсене пĕрлĕ сÿтсе-явса пурнӑçлама пултарнишĕн чунтан тав турĕ. Ял пурнӑçĕнче уйрӑмах пысӑк тÿпе хурса ĕçленĕшĕн, уйрӑм çынсене ял тӑрӑхĕ ячĕпе тав çырӑвĕсем парса чысларĕ.

Т.П.Корндратьева та ял халӑхне уяв ячĕпе саламласа, ялти пултаруллӑ çынсене медальсем парса хавхалантарчĕ.

Паллах, уяв кĕрекине илемлетекенĕсем Сӑпайĕнчи культура Çурчĕ çумĕнчи «Акуча», Рыккакасси клубĕнчи «Туслӑх» тата Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Эчкерен çӑлтӑрĕсем» артисчĕсем пулчĕç. Çак ушкӑнсем ял-йыша хӑйсен илемлĕ юрри-ташшисемпе тыткӑнласа, чылай вӑхӑт хушши савӑнтарчĕç. Артистсемпе пĕрле ял халӑхĕ те юрласа - ташларĕ.

Çак уявра пĕр çын та кĕреке хушшине лармасӑр юлмарĕ. Мӑн хуранпа пĕçернĕ тутлӑ шÿрпе, ял-йыш пĕçерсе тухнӑ тутлӑ кукӑль-çӑмах, сим-пыл сӑра пурин валли те çитрĕ. Артистсем те кӑмӑллӑ юлчĕç çак уяв кĕрекинче.

Чылай вӑхӑт хушши янӑрарĕ хӑлхара илемлĕ кĕвĕ-юрӑ. Ял халӑхĕ те чун каничченех ташларĕ, савӑнчĕ çак уявра.

Çакӑн пек пысӑк уява йĕĕркеленĕ çĕрте ял депутачĕ Михаил Васильев тата ял халӑхĕ çав тери пысӑк тÿпе хывнӑ. Питĕ пысӑк тав сӑмахĕ калас килет вĕсене пурне те. Тавтапуç сире Эхветкассисем!



22 июля 2019
14:54
Поделиться