Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем местного самоуправления

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата муниципалитет службин ветеранĕсем!

Район çыннисем!

 Сире пурне те Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Ял çыннисем сирĕн пата тем тĕрлĕ ыйтупа та килеççĕ. Кашни çынна ăнланма, пулăшма  тăрăшатăр. Кулленех халăха хумхантаракан вуншар ыйту татса паратăр. Çавăнпа пĕрлех эсир вырăнти ыйтусене татса парас ĕçе çынсене хăйсене те явăçтаратăр. Тавах сире районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне малалла  аталантарассишĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн, хăвăрăн тивĕçĕре пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн. 

Çак кун асăннă службăра ĕçлекенсен уявĕ кăна мар, тăван ял, хамăр пурăнакан тăрăх, район  тата та вăйлăрах та илемлĕрех пултăр тесе  ырми-канми ĕçлекен кашни çыннăн уявĕ. Паян пур ыйтăва та уççăн сÿтсе яватпăр, вĕсене халăхпа пĕрле татса паратпăр. Депутатсемпе ял старостисем, пуçаруллă ял çыннисем вара  çак ĕçре ĕçре пулăшса пыраççĕ. Малашне те тăван район аталанăвĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн пĕрлех тăрăшасчĕ, хаклă ентешĕмĕрсем.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, ăнăçу, телей сунатпăр.

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                       И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                      Р.Н. Тимофеев.