Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Международным днем семьи

Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем!

 Сире пурне те Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çемье кашни çыншăн питĕ хаклă. Кунта ача аслисене, пĕр-пĕрне хисеплеме, пулăшма вĕренет, ĕçе хăнăхса ÿсет.  ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе çитĕнет.  Çавăнпа та пирĕн хамăр ачасемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулмалла.

Йывăр вăхăтра килте пире çывăх çынсем яланах ăнланаççĕ, пулăшаççĕ,  йăнăшсемшĕн каçараççĕ. Малашне те тăван кил кашни çыншăн чун туртнă, юратнă  вырăн пултăр.

 Уйрăм тав сăмахĕсене нумай ачаллă çемьесемпе урăх çемьери ачасене хăйсен хÿттине илнĕ ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе калас килет.

Паян пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальхи вăхăтри çăмăл мар тапхăрта патшалăх ачаллă çемьесене паракан пулăшу татах та хушăнни те çакăн çинченех калать.

Хаклă çыннăмăрсем! Пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм  кунçул сунатпăр. Çемьере яланах юратупа килĕшÿ хуçалантăр. Çулсем иртнĕçемĕн çак туйăм çирĕпленсех пытăр.  

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                              И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                               Р.Н. Тимофеев.