Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева со Светлым Христовым Воскресением – Пасхой

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Мăнкун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Христос чĕрĕлнĕ кун - православи тĕнне ĕненекенсен чи савăнăçлă та çутă уявĕ. Çак кун пире ырăпа тĕрĕслĕх  усала, пурнăç вилĕме çĕнтерни çинчен калать. Туррăн ырă халалĕсем пире ытларах ырă ĕçсем тума хистеççĕ. Çакна яланах асра тытасчĕ.

Хаклă çыннăмăрсем! Пур­- пĕрле, çук-çурмалла, тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Йывăрлăхсене малалла та пĕрлех татса парасчĕ. Турăшăн эпир пурте тăвансем шутланатпăр. Апла пулсан малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнар, тăван район аталанăвĕшĕн пĕрле тăрăшса ĕçлер. Палăртнă  тĕллевсене те  пĕр шухăшлă пулса  татса парăпăр, канура та пĕрлех пулăпăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ  вăрăм кунçул сунатпăр. Турă сире хăвăра та, сирĕн ачăрсене инкек-синкекрен сыхлатăр. Вилĕмрен  чĕрĕлсе тăнă Христосăн ырăлăхĕ яланах сирĕнпе пултăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                             И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                               Р.Н. Тимофеев.